Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +2.3 °C
Ир тӑнӑ кайӑк выҫӑ вилмен тет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Вӑхӑтсӑр татӑлнӑ кулӑ

Чӑваш литературинче, уйрӑмах кулӑш жанрӗнче хӑйне евӗр уйрӑм пӗлтерӗшлӗ вырӑн йышӑннӑ Юрий Петрович Терентьев — кулӑш литературин асамлӑ тӗнчине ҫамрӑклах кӗме пултарнӑ талантлӑ ҫыравҫӑ. Хӗрӳ чӗреллӗ ҫамрӑкӑн ӗмӗрӗ 1995-мӗш ҫулхи раштавӑн 23-мӗшӗнче сарӑмсӑр татӑлнӑ. Кӗске вӑхӑтра чылай кулӑшла калавсемпе повеҫсем шӑрҫалама ӗлкӗрнӗ. «Кремль сакки сарлака», «Чечек ҫыххи», «Коррида, самурайсем тата анӑҫран тухнӑ хӗвел», «Ҫурхи тӗлӗк» повеҫсем, «Амӑш чӗри», «Кӳрентерчӗҫ», «Чӑн турӑ», «Телей куҫҫулӗ», «Вырӑнлӑ парне» калавсем ҫырса хӑварчӗ. 1997 ҫулта тӑванӗсем вӑй хунипе Элӗк район тилографийӗнче вӑл ҫырнӑ повеҫсен пуххине «Кремль сакки сарлака» ятпа пичетлесе кӑларнӑ.

Ытла та вӑхӑтсӑр ҫухату. Чӑваш сӑмах пултарӑвӗшӗнче хӑйне евӗрлӗ ӑсталӑхпа палӑрнӑ Юрий Терентьев пултарулӑхӗ пирки калас пулсан ҫакӑ питӗ тӳрре килнӗнех туйӑнать.

Юрий Терентьев 1961 ҫулхи авӑнӑн 13-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Элӗк районӗнчи Исванккӑ ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. Шкула вӑл хӑйӗн тантӑшӗсенчен маларах каять. Аслӑ пиччӗшӗнчен юлас килмен-ши ӗнтӗ унӑн (ҫемьере иккӗмӗш ача пулнӑ), те пӗлӳ илме ҫав тери туртӑннӑ. «Эпир тӑхтавсенче выляма, алхасма тӑрӑшнӑ пулсан, Юрик вара нихӑҫан та пирӗнпе пӗрле аташса ҫӳремен. Тек алла ручка тытса тем ҫыратчӗ, тем ӳкеретчӗ», — аса илеҫҫӗ пӗрле вӗреннӗ тантӑшӗсем.

Шкул ҫулӗсенче сӑвӑ ҫырма пуҫӑнни пӗр енчен унӑн чун хавалӗпе, тепӗр енчен тӑван сӑмахлӑхӑн иксӗлми пуянлӑхӗпе шухӑш-туйӑма палӑртма килӗштернипе ҫыхӑннӑ пулмалла. Ҫамрӑклах сӑмах тӗшшине ӑша хывма вӗренни, илемлӗ литературӑн техӗмне туйни ахаль иртмен. Алла аттестат илнӗ хыҫҫӑн, 1978 ҫулта, вӑл хӑйӗн пулас пултарулӑх кун-ҫулне пичет ӗҫӗпе ҫыхӑнтарма шутлать, Элӗк район хаҫатне ҫул тытать, корректорта ӗҫлеме пуҫлать. Ҫакӑнтан пуҫланаҫҫӗ те ӗнтӗ литература каҫалакӗнчи пӗрремӗш утӑмӗсем. Пӗр вӑхӑт вӑл ялти клубра ӗҫлет. Хут купӑс калама юратакан каччӑ ял халӑхне тӗрлӗ уявра хӑйӗн пултарулӑхӗпе савӑнтарать, районти, республикӑри конкурссене хутшӑнать. Ҫав вӑхӑтрах районти Ҫар комиссариатӗнче писарь пулса тӑрӑшма та вӑхӑт тупать.

1979 ҫулхи кӗркунне ӑна Совет ҫарне илеҫҫӗ. Малтан Харьковра, кайран Мускавра ПВО генштабӗнче хӗсметре тӑрать. Унтанах район хаҫатне хӑйӗн сӑввисене яра-яра парать. 1982 ҫулта Мускаври М.В. Ломоносов ячӗллӗ университетӑн журналистика факультетне вӗренме кӗрет. Ӑс-тӑна куллен туптаса тавра курӑма анлӑлатса пынипе пӗрлех илемлӗ хайлавсем ҫырать. Университетра вӗреннӗ вӑхӑтра унӑн Германире практикӑра пулма тивет. Кунта та хастар ҫамрӑк производство практики вӑхӑтӗнчи ҫитӗнӳсемшӗн хисеп грамоти илме тивӗҫ пулать. 1987 ҫулта ҫамрӑк специалиста Ставрополь крайӗнчи «Молодой ленинец» хаҫата корреспондент пулса ӗҫлеме яраҫҫӗ. Анчах та тӑван ҫӗр, тӑван кил, Чӑваш ҫӗршывӗ, ҫуралса ӳснӗ тӑван кӗтес хӑй патнех туртать. Ҫулталӑк ытла аякри тӑрӑхра тӑрӑшнӑ хыҫҫӑн тӑван кӗтесе — Элӗк районне таврӑнать, «Ленин ҫулӗпе» хаҫатра ял хуҫалӑх пайне ертсе пыма тытӑнать.

Пултаруллӑ ҫамрӑка республикӑри хаҫат-журналсем те асӑрхаҫҫӗ, тӗп хулана куҫма чӗнеҫҫӗ. Юрий 1989 ҫулта «Капкӑн» журналта ҫанӑ тавӑрса ӗҫе пикенет. Малтан фельетонсен пайӗн редакторӗнче, кӗҫех тӗп редактор ҫумӗ пулса тӑрӑшать. Кӗҫех писательсен союзне йышӑнаҫҫӗ ӑна.

Юрий Терентьевӑн кулӑш стильне чӑваш литературинчи нимӗнле ҫыравҫӑпа та танлаштарма, пӑтраштарма ҫук. Унӑн прозин хайне евӗрлӗхӗ вӑл — пурнӑҫра пулса иртекен ӗҫ-пулӑма куларах, йӗплесе, тӗртсе, ытарлӑ каласа-кӑтартса пама пӗлни кӑна та мар. Ун хайлавӗсенчи сюжет аталанӑвӗ, уйрӑмах пуплев тыткаларӑшӗ, тӳрех хӑйӗн ытамне илет. Ан тив, ӗҫӗ-пуҫӗ пачах кулмалла пекскер мар пултӑр, пур пӗрех тупать ҫыравҫӑ вӑлтса та шахвӑртса каламалли. Кунашкал хайлавсен шутне чи малтан «Кремль сакки сарлака» (1991), «Мӑнкун иртсен — тунтикун» (1993), «Касман Туртакассинчи чап-чап уйӑхӗ» (1988), «Анӑҫран тухнӑ хӗвел» (1992) повеҫ-калавсене кӗртмелле. Вӗсем чӑваш литературинчи сатирӑпа юмор анлӑшӗнче палӑрӑмлӑ вырӑн йышӑнаҫҫӗ. Автор хайлаври сӑнарсене хӑйне евӗрлӗ туртӑмпа, ҫӗнӗ мелсемпе усӑ курса ҫутатассине ӑнӑҫлӑ пурнӑҫланӑ, пӗр-пӗр пулӑм ҫинчен ҫырса кӑтартнӑ чухне вӑхӑтпа талккӑш чиккисене фантазилесе тата гипербола мелӗпе пысӑклатса анлӑлатать.

«Касман Туртакассинчи чап-чап уйӑхӗ» повеҫри ӗҫсем Касман Туртакасси ятлӑ район центрӗнче пулса иртеҫҫӗ. Урам варринче ларакан пӗртен-пӗр сарӑ светофора пула вӑл сасартӑк «хула» пулса тӑрать.

Ю.Терентьевӑн «Касман Туртакассийӗ» кукӑр-макӑр та таса мар урам-семлӗ таҫти аякри упа шӑтӑкӗ. Ӑна тарӑн ҫырма ҫурса кайнӑ. Пӗртен-пӗр сарӑ светофор тӑнӑ тӗлте хӑй ӗмӗрӗнче Пуш Павӑл тытса пыракан хӑлтӑр-халтӑр пӗчӗк автобус ҫу заводӗнчен тухакан Назар лашин урапипе пырса ҫапӑнать. Аварире вара лаша урапи мар, автобус сиен курать: машинӑн хыҫалти кустӑрмисем тухса ӳкеҫҫӗ. Ҫакӑнтан пуҫланать те повеҫӗн сюжет аталанӑвӗ. Автобус хуҫи пӗлтернӗ тӑрӑх, автобусра облаҫран килнӗ журналист-корреспондент Юрий Гулямович Сарлатов ларса пырать. Корреспондент килнӗ текен хыпара илтнӗ халӑх Каспий ҫыранне пухӑнма пуҫлать. Пухӑнакансен йышӗнче повеҫе малалла аталантаракан ҫак тӗп персонажсене куратпӑр: симӗс шӑнасем сырӑннӑ ҫӑкӑр йӑтнӑ хула мэрӗ Гурьян Абрамович, Анискинфантомасов, участокри Айнушкин милиционерпа Ларион Шлюзий агрорационализатор, комсомол райкомӗн секретарӗ Вика Мурри, ӑна вӑрттӑн юратакан Ягуар Миронкинпа ӗҫлемесӗр пурӑнакан чаплӑ ӗҫкӗҫ Гавриил Двуяров тата ыттисем те. Тӗлпулу самантне тата унта хутшӑннӑ кашнин хӑйне евӗрлӗ сӑнарне автор ытарлӑ метафора мелӗпе палӑртса тата тӑрӑхласа сӑнлассине мала хунӑ. Хайлав пуҫламӑшӗ пӗр енчен Н.В. Гоголӗн «Ревизор» пьесине аса илтерет. Астӑватӑр пулӗ, Петербургран Саратов кӗпӗрнине кайма тухнӑ ҫамрӑк чиновник (Хлестаков Иван Александрович) ҫул ҫинче пур-ҫук укҫине картла выляса янӑ та пӗр хулари хӑна ҫуртӗнче укҫа тӳлемесӗр выҫӑллӑ-тутӑллӑ пурӑнать. Пьесӑра хула пуҫлӑхӗпе тӗрлӗ йышши чиновник ҫапкаланчӑк Хлестакова ревизор вырӑнне йышӑнаҫҫӗ, ӑна юрас тесе пӗри те тепри укҫа сӗнеҫҫӗ, шалӑп параҫҫӗ. Ю. Терентьев сӑнлакан повеҫре вара «ревизор» вырӑнӗнче — облаҫри корреспондент. Командировкӑри корреспондента «Тӗлпулу» ресторанта тулӑх сӗтел, ветерансен ҫуртӗнчи хӑна пӳлӗмӗ, Вика Мурри пике юратӑвӗ тата «хулари» ҫӳлерех асӑннӑ ытти ӗҫлӗ ҫынсемпе тӗлпулусем кӗтеҫҫӗ. Кулӑшла ӗҫ-пуҫшӑн «айӑплӑ» Юрий Сарлатов сӑнарне автор реминисценци мелӗпе, литературӑри ҫӗнетнӗ хайлав евӗр усӑ курса хальхи саманари «хула-ялӑн» пурнӑҫӗнчи пӗтӗм тӳнтерле пулӑмне вулакан умне кӑларать. Автор чӑнлӑхпа пулма пултараслӑха тата драматизмпа шӳте пӗрлештерсе повеҫри сӑнарсене кулӑшла лару-тӑрӑва кӗртсе ӳкерет.

Асӑрханӑ пулӗ, кану паркӗсенче «кулӑш пӳлӗмӗ» текен вырӑнсем пур. Пӗр тӗкӗр ҫине пӑхатӑн — хӑвна пӗр тӗрлӗ куратӑн, тепӗр тӗкӗр ҫине пӑхатӑн — каллех урӑхла сӑн-сӑпат е кӳлепе курӑнать. Ю. Терентьев сӑнарлакан сӑнлӑх шӑпах ҫав «кулӑш пӳлӗмӗнчи» тӗкӗре аса илтерет. Вӑл сӑнлакан пурнӑҫ чӑнлӑхне автор кулӑш тӗкӗрӗн тӗрӗслӗхӗ урлӑ ҫутатать. Хайлаври сӑнарсен социаллӑ, психологиллӗ, кӑмӑл сипетлӗхлӗ ӗҫӗ-хӗлӗ пӗтӗмпех кулӑшпа тӑрӑхлав никӗсӗ ҫинче аталанать. Тепӗр майлӑ каласассӑн, унӑн хайлавӗсенчи чӑн пурнӑҫ юриех тӳнтерле ҫавӑрса илемлетнӗ тата ятарласа урӑхлатса кӑтартнӑ пулӑмсенчен тӑрать. Ҫапла вара пурнӑҫӑн нумай енлӗхӗ, ӑнланма йывӑр тӗлӗнтермӗшсем, пулма та пултараймасла, пӑтӑрмахлӑ лару-тӑру кулленхи «пӗчӗк айванлӑха» ытарлӑн санлама пулӑшаҫҫӗ.

Повеҫре ятарлӑ вӑхӑт тапхӑрне кӑтартман, анчах унӑн сюжетне, уйрӑм сӑнарсен тыткаларӑшне ҫӗнетӳ тапхӑрӗнче пулса иртнӗ тӗлӗнтермӗш пулӑмсем ҫинчен каласа панӑ евӗр йӗркеленӗ. Повеҫри тӗрӗслӗх пур ҫӗрте те е яланах пурнӑҫ чӑнлӑхӗпе тӳр килет тесе ҫирӗплетесшӗнех мар эпӗ, анчах та хайлавра сӑнланӑ уйрӑм ӗҫ-пулӑмсем пӗтӗмпех автор курса, туйса тӑнӑ самана сывлӑшӗпе тӳр килеҫҫӗ. «Хулана» ӑнсӑртран килсе кӗнӗ Сарлатов корреспондента ревизор вырӑнне хуни, вӑл ҫул хӗресленнӗ вырӑнта пулас сӑнарсемпе паллашни, пӗр куҫлӑ светофор патӗнчи авари тата сӗт-ҫу завочӗ патӗнчи ялан шӑршлӑ кӳлӗ — ку пӗтӗмпех совет саманин «пӑнтӑх» текен вӑхӑчӗн тата «ҫӗнетӳ» тапхӑрӗн аллегориллӗ палӑрӑмӗсем. Ю. Терентьев ҫак ӳкерчӗксенче вӑхӑтпа талккӑш (уҫлӑх) ҫыхӑнӑвӗн метафора енӗсене курать. Тепӗр майлӑ каласан, кунта совет саманинчи тата ун хыҫҫӑнхи влаҫ тытӑмӗпе ҫӗн йӗркелӳ вӑхӑтӗнчи лару-тӑру ӳкерчӗкӗсем пурте пӗр хулан урам кӗтессине купаланса пуҫтарӑнаҫҫӗ. Ахальтен мар повеҫри пӗтӗм ӗҫ-пуҫ ялти ҫивӗч чӗлхесем «Каспи» (кулӗ ятне «Каспи» тесе ахальтенех паман пуль-ха ҫыравҫӑ, тен, вӑл чӑвашсем тарӑхнӑ чух калакан намӑс сӑмаха аса илтернине палӑртасшӑн пулнӑ) ят панӑ питӗ шӑршлӑ кӳлӗре тата ун тавра, ҫавӑн пекех таракансем кӗшӗлтетекен ваттисен ҫуртӗнче пулса иртет. Ҫапла вара таҫти упа шӑтӑкӗнче вырнаҫнӑ, официаллӑ статус илмен хулари пурнӑҫ чарӑнса ларнӑн туйӑнать. Унти пуҫарусӑр, нимӗн те тума пултарайман ҫынсен: тӗрлӗ шайри чиновниксемпе хула мэрӗ умӗнче татса паман социаллӑ ыйтусем купаланса тулнӑ. Ӑнсӑртран корреспондент «хулана» килсе кӗни ҫеҫ халӑха вӑрах ыйхӑран вӑратать. Автор повеҫ пуҫламӑшӗнче паллаштарнӑ чиновниксем тинех йӑраланма пуҫлаҫҫӗ.

Ларион Шлюзий хӑй вӑхӑтӗнче районта рационализатор пулнипе палӑрнӑ, чи лайӑх АСУ (аппарат самогонный усовершенствованный) шухӑшласа кӑларнӑ. «Ман пуҫӑма ҫутҫанталӑк рационализатор пуҫӗ туса янӑ, — систерчӗ вӑл. — Ҫакна маларах хам та пӗлмен. Пӗлмен пиркиех ӗҫлемесӗр, харам пырла пурӑннӑ... Халь кашнинех вӑтам пӗлӳ параҫҫӗ. Харам пырсене те. Мана та пачӗҫ. Ҫакӑн хыҫҫӑн пуҫланчӗ те ӗнтӗ манӑн рационализаторла ӗҫ-хӗл. Чи малтан эп АСУ текен япала шутласа кӑлартӑм. «Аппарат самогонный, усовершенствованный», вырӑсла каласан». Хӑйӗн тавҫӑрулӑхӗпе мӑнаҫланаканскер халӗ апат-ҫимӗҫ программине пурнӑҫа кӗртес тӗлӗшпе ӗҫлет иккен. Ҫак тӗллевпе вӑл чӗлӗмҫӗсен бригадине йӗркеленӗ. Ун шухӑшӗпе чӗлӗмҫӗсем туртнӑ хыҫҫӑн юлакан пирус кӗлӗпе уй-хире им-ҫамласа тыр-пул тухӑҫне ӳстерсе яма пулать. «Куратӑр-и, — терӗ вӑл ӑна ӗмсе, — пирус вӗҫӗнче туртнӑҫемӗн кӗл пухӑнса пырать. Кӗл вара ҫӗр валли питӗ паха им-ҫам. Ӑна уй-хире сапсан туххӑмрах тыр-пул тухӑҫӗ ӳсет. Ӑт ҫакна шута илсе эпӗ чӗлӗм туртакансенчен уйрӑм бригада йӗркелерӗм. Вӗсем уйран уя куҫса пӗр вӗҫӗмсӗр чӗлӗм мӑкӑрлантараҫҫӗ, апат-ҫимӗҫ программине пурнӑҫлас ӗҫре калама ҫук пысӑк усӑ параҫҫӗ. Халӗ ӑнлантӑр-и?»

Обществӑри йӗркелӗх хуралҫин, Айнушкин милиционерӑн килӗ умӗнчен вӑрӑ-хурахсем хӑйӗнчен ыйтсах вунӑ кубла метр вутта вӑрласа кайнӑ. Халӗ вара Айнушкин милиционер вӑрӑ-хураха тытма Сарлатов корреспондентран пулӑшу ыйтать. «Вӑл каҫ эп ҫывӑраттӑм, — тӗлӗнмелле хыпар пӗлтернӗ пек шӑппӑн калаҫрӗ Айнушкин. — Светофор умӗнче лашапа машина ҫапӑннине тӗрӗслесе ӗшентӗм. Выртнӑ-выртманах ҫывӑрса кайнӑ... Илтетӗп — шаккаҫҫӗ. Тӑтӑм хайхи. Пистолет илсе устав хушнӑ пек авӑрларӑм та хаяррӑн сас патӑм: «Кам унта?» «Ыйтмалли пур, — терӗҫ тултан... — Сире вутӑ кирлӗ мар-и?» «Ҫук, — тетӗп, — кирлӗ мар». «Мӗнех, кайран шеллемелле ан пултӑр, хисеплӗ гражданин».

Хайлаври сӑнарсен ӳкерчӗклӗ калавӗсем пурнӑҫра пачах пулма пултарайман, анекдотри пек пулӑмсемпе тулса ларнӑ. Автор повеҫӗн сюжет аталанӑвне халӑхра ҫӳрекен сӑмахлӑхпа, анекдотсемпе (хӑй ирӗк панипе милиционерӑн вуттине вӑрлани, хӑй ирӗкӗпе урӑлтаркӑча лекни т. ыт. те) пуянлатать. Сӑнарсен пуплевӗ, калу интонацийӗ — ҫав кулӑшла ҫынсен сӑнарне тӗкӗр пек евӗрлет. Хӑйӗн шухӑшлав ансатлӑхӗпе, айванла тыткаларӑшӗпе пурнӑҫри чун-чӗре пушӑлӑхне кӑтартаҫҫӗ.

«Пӑнтӑх» тапхӑрӗ патшалӑхӑн пур сферипе облаҫне ҫавӑрса илнӗ, Касман Туртакасси пек «райцентрсенче» пурӑнакансене нишлӗ пурнӑҫа хӑнӑхтарнӑ. «Хула» ҫыннисем шӑршлӑ Каспи куллине, ҫул хӗресленӗвӗнчи аварисене, йӗркелӗх хуралӗн, культура тата комсомол организацийӗсен ӗҫченӗсен килпетсӗр ӗҫӗсене тахҫанах асӑрхами пулнӑ ӗнтӗ. Ыт ахальтен мар тӗп пулӑмсемпе пӗтӗм ӗҫ-пулӑм ҫул хӗресленӗвӗпе Каспи кӳлли таврашӗнче пулса иртеҫҫӗ. Кунтах хуҫасӑр йытӑсем хӗвӗшеҫҫӗ, светофор тӗлӗнче хыҫалти урисене ҫӗклесе хӑйсен ӗҫӗсене тӑваҫҫӗ. Ҫапла вара повеҫри сӑнлӑха повеҫри сӑнарсем ӑнсӑртран лекекен кулӑшла лару-тӑрӑва тӑрӑхласа сӑнлама пултарнинче авторӑн кулӑш туйӑмӗ пысӑк пулнине курса ӗненетӗн. Ку вӑл, ҫак тапхӑрти чӑваш литератитури аталанӑвӗн хӑйне евӗрлӗхне палӑртас пулсан, пач «ҫӗнӗ проза» пек тухса тӑрать. Кулӑшла повеҫ жанрӗнче кӑна мар.

Иртнӗ пурнӑҫ ӳкерчӗкӗсенчен кулни паянхи пурнӑҫ пулӑмӗсене виҫсе хаклама та май парать. Кулӑш вӑл е ку саманари вӑхӑтпа тачӑ ҫыхӑннӑ пулин те унӑн ахрӑмӗ пӗрех илтӗнет, вӑл иртнипе паянхине сыпӑнтарать, хаклав виҫине куҫать. Кулӑшра та астӑвӑм палли пур. Пурнӑҫри сӑнлав объекчӗсем улшӑнаҫҫӗ пулин те авалтан килекен, халӑх пултарулӑхӗнчен тухса тӑракан кулӑш мелӗсем чылай чухне улшӑнмаҫҫӗ, пуянланса ҫеҫ пыраҫҫӗ. Ю. Терентьев повеҫӗсен идейӑллӑ пӗлтерӗшӗ — партипе совет номенклатурин стереотипӗсене, аталаннӑ социализм вӑхӑтӗнчи пурнӑҫ йӗркин тӳнтер енӗсене кӑтартнинче, вӗсене питлевлӗ кулӑш шайне антарса лартнинче. Автор, пӗр енчен, сюжет аталанӑвне хӑй хутшӑнмасть пекех, мӗншӗн тесен текстра унӑн хаклавне, позицине уҫӑмлӑн палӑртакан вырӑнсем курӑнмаҫҫӗ. Калуҫӑ сӑнарсен айванла шухӑшлавӗпе, ухмахла ӗҫӗсене кӑтартса вӗсем мӗн каланине хушӑран кӗскен кӑна ремарка шайӗнче ӑнлантарать. Ҫапла, сатирик кулӑшла лару-тӑрӑва курса-пӗлсе тӑракан кӑна мар, ӑна шӳт мелӗпе тӑрӑхласа питлекен калавҫӑ та. Чӑнлӑхпа шухӑшласа кӑларни, хӑрушшине шӳтпе ҫыхӑнтарса ҫырса кӑтартни вулакана пурнӑҫ фарсӗ ҫинчен философилле шухӑшлама хистет. Паянхи чӑваш литературинчи «Ирони авангарчӗ» кулӑш аталанӑвӗпе ӑнланӑвӗнчи, халӑх ӑнӗнчи ҫӗнӗ тапхӑр шутланать. Ҫак форма чӑваш илемлӗ литературӑра, уйрӑмах кулӑшла хайлавсенче пухӑнса пынӑ чи кирлӗ те пӗлтерӗшлӗ енсене пӗр ҫӗре пухса мӗн пур илемлӗх енӗсемпе палӑрать.

Ю. Терентьевӑн илемлӗх тӗнчи вӑл — сӑмах ӑстисем мӗн сӗм авалтан тирпейлӗн упракан тата аталантаракан сӑмах ҫӳпҫин пуянлӑхӗ, ӑрусемпе йӑхсен опычӗ, халӑх астӑвӑмӗн, ӑнланӑвӗн культури. Г.И. Федоров тӗпчевҫӗ, сӑмахран, И. Тӑхти хӑй вӑхӑтӗнче «кӗмӗл ӗмӗр» тапхӑрӗнчи сӑмах шыравӗн нумай енлӗ опытӗнчен вӗренсе пынине палӑртать. Тӗпчевҫӗ ҫавӑн евӗрлӗ мелсене Иван Мучи, Хветӗр Уяр, Н. Мартынов, Хветӗр Агивер пултарулӑхӗнче асӑрхать. Чӑннипех, уйрӑм сӑмах илемҫисен ӑсталӑхӗнче «культурӑна асра тытаслӑх», «пуплев сӑнарлӑхӗ» тата «нумай пӗлтерӗшлӗх» кулӑш литературин эстетикӑпа тӗп шухӑшӑн хӑйне евӗрлӗхӗ пулса тӑрать. Ю. Терентьев кулӑшла пӗчӗк самантсене эпикӑлла пысӑк повеҫ тытӑмне кӗртсе ӑна питӗ килӗшӳллӗн калӑплама пултарнипе уйрӑлса тӑрать. Унӑн хайлавӗсене калуҫӑн шӳтлӗ пуплевӗ, сӑмах вылявӗ, ытарлӑхӗ, халӑх сӑмахлӑхӗн колоричӗ витерет. Авторӑн тата сӑнарсен калас шухӑшӗ пурте пӗр тӗвве, пӗтӗмпех ӑс-хакӑлпа кӑмӑл-туйӑма палӑртас интонаципе ҫыхӑннӑ. Ҫакӑн пек ҫыпӑҫулӑхпа пӗтӗҫӳлӗхе автор ӑнланса тытса пырать, мӗншӗн тесен повеҫӗн илемлӗх тытӑмӗ мӗн пур сӑнлава сапаласа ямасӑр пӗр тӗвве тӗвӗлеме, пӗр чӑмӑра пуҫтарма кирлине тӗпе хурать. Ҫавӑнпа автор ҫырса сӑнлани, сӑнарсен хутшӑнӑвӗ пӗтӗмпех вулакан куҫӗ умӗнче пулса иртет. Кирек хӑш сӑнарӑн монологӗ е сӑнарсен калаҫӑвӗ ҫав вӑхӑтри пурнӑҫ чӑнлӑхӗпе ҫыхӑннӑ. Ҫавӑнпа хайлавра сӑнарсен калаҫӑвне халӑх пуплевне ҫывӑх тума тӑрӑшни сисӗнет. Автор ятарласа якатнӑ литература чӗлхин виҫине пӑхӑнмасть, е тепӗр майлӑ каласан, ял ҫыннисен кулленхи калаҫу пуплевне евӗрлет. Текстра калуҫӑн кӳртӗм сӑмахӗ те, вӑл е ку сӑнарӑн ятлаҫури киревсӗр сӑмахӗ те (инвектива) тата ытти те пӗлтерӗшлӗ. Ю. Терентьев кулӑш ӑсти пулнӑран хӑйне те ытти сӑнарсенчен чикӗ лартса уйӑрмасть, сӑнарсен путишле тӗнчине йӗркеленӗ май хӑй те кулӑш тӗнчинчи илемлӗхре пурӑнать. Пуплевре вӑл хӑйне шыври пулӑ пек ирӗклӗ туять. Автор калуҫӑн тӑрӑхлав прозине мала хурать пулин те путишле сӑнарсене ҫирӗп рамкӑра тытмасть, вӗсене вӑл е ку лару-тӑрура ирӗке ярать, вулаканпа куҫа-куҫӑн хӑварать.

Юрий Терентьевӑн илемлӗ литературӑри ӑсталӑхӗн курӑмлӑ енӗн пӗрремӗш сӑлтавӗ вӑл — писатель нумай енлӗ пултарулӑхпа палӑрса тӑни. Кунта ҫамрӑк каччӑ шӑрҫа пек илемлӗ ҫырнине те, купӑспа ӑста вылянине те, сӑвӑ-калав ҫырас ӗҫре хастар пулнине те, кирек мӗнле ҫынпа та пӗр чӗлхе тупма пултарнине кӗртмелле. Иккӗмӗш сӑлтавӗ, кӑна вара пурте пӗлсех те каймаҫҫӗ — чӑваш литературин анинче пуҫласа кулӑшла повеҫ жанрне пуҫарса яракансенчен пӗри пулни. Виҫҫӗмӗшӗ, паллах — илемлӗ хайлавӗсен содержанине вырӑнти чӗлхе материалӗсемпе, унӑн пуянлӑхӗпе пур енлӗ пӗлсе усӑ курни, ҫавна пула кӑсӑклӑ тата ӳнерлӗх тӗлӗшӗнчен сӑнарлӑ ӳкерчӗксем туни.

Петр Метин, тӗпчевҫӗ.
«Тӑван Атӑл», 2011, 9№ — 83–88 с.


 
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2013-09-05 18:43:47 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 6185 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем